
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Республика Кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен халăхĕ пĕлтерĕшлĕ пулăма – Республика Кунне – уявлать. Вăл пирĕншĕн чăваш халăхĕ хăйĕн кун-çулне ирĕклĕн палăртма пултарнине, обществăри мал ĕмĕтлĕ вăйсем пĕр шухăшлă пулнине, Чăваш çĕрĕ çинче килĕштерсе, туслă пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕ тĕрекленсе пынине çирĕплетекен хăйне майлă символ. Аслă та савăк уяв кунĕнче эпир хамăра Чăваш Ен ятлă хăтлă, çутă çурт çĕклекен пысăк та туслă çемье пек туятпăр. Чуна çывăх çĕр-шывăмăр çулсерен пуянлансах, капăрлансах пытăр!
Эпир хамăрăн тăван енпе, унăн пуян историйĕпе тивĕçлипе мухтанатпăр, чăваш халăхĕн аваллăхран тăсăлакан йăли-йĕркине асра тытатпăр, мăн асаттемĕрсене сума сăватпăр, паллă ентешĕмĕрсене тивĕçлипе чыслатпăр.
Республикăра пурăнакан кашни çынна çирĕп сывлăх, ăнăçупа телей, тăнăçлăх тата çитĕнÿ сунатпăр!
Дорогие соотечественники!
Сердечно поздравляем вас
с Днем Республики!
24 июня жители Чувашии отмечают знаменательную дату – День Республики, который является для всех нас символом национального самоопределения, сплочения прогрессивных общественных сил, укрепления единства народов, веками живущих в мире и согласии на чувашской земле. В этот праздничный день мы ощущаем себя большой, дружной семьей, строящей уютный и теплый дом под названием Чувашия. И пусть наша родина год от года становится богаче и краше!
Мы гордимся своим родным краем, его богатейшей историей, помним многовековые традиции чувашского народа, свято чтим наших предков, воздаем дань уважения выдающимся землякам.
От всей души желаем всем жителям республики крепкого здоровья, благополучия, счастья, мира и процветания!
График работы 24 июня 2014 г.:
Офис по пр. Горького, д. 10 - выходной
Служба поддержки: (телефон 320-320): 8:00-22:00